Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑхне аталантармалла теҫҫӗ. Ҫапах чиккине пӗлмелле. Ав пушӑ ҫӗрсене хӑй тӗллӗн йышӑннӑ ҫынна нумаях пулмасть явап тыттарнӑ. Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫын хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ. Анчах вӑл, ЧР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 209 гектар ҫӗре хӑй тӗллӗн йышӑннӑ та лартса ӳстерет. Ку ҫӗрсем унӑн хуҫалӑхӗн мар. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫӗрсене сухаланӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫӗрсемпе саккунсӑр майпа усӑ курнӑшӑн хресчен-фермер хуҫалӑхӗн хуҫине 50 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Агропрмышленность комплексӗнче машина-трактор паркне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыма май ҫук. Ҫавна май пур пеккипе кирлӗ пек усӑ курма тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Элӗк районӗнче. Техника ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесе ӗҫрен пушаннӑ техникӑна хӗл каҫарма лартассине тӗрӗслессипе районта смотр-конкурс иртнӗ. «Алмаз», «Новый путь», «Правда» хуҫалӑхсенче хӑш-пӗр техникӑна ангарсене лартнӑ, прицеплисене бетонланӑ вырӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сморт-конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Алмаз», Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Новый путь», «Авангард» хуҫалӑхсенче техникӑна упрама лартассине лайӑхрах йӗркелени палӑрнӑ. Техникӑна чи лайӑх упранине, пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнине, техника юсавлӑхӗн шайне ӳстерессине шута илсе сморт-конкурсра «Алмаз» общество пӗрремӗш вырӑн панӑ, Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑх иккӗмӗш, «Авангард» хуҫалӑх виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Колхозсем аркансан хуҫалӑхсене усламҫӑсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ малаллах талпӑнать. Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи «Караево» (чӑв. Карай) тулли мар яваплӑ обществӑна Израиль консультанчӗсем килсе кайнӑ. Ахальтен мар чӗнсе илнӗ вӗсене. Карайсемшӗн вӗсен сӗнӗвӗсем тем пекех хаклӑ пулнӑ. Израиль хӑнисем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтусемпе канаш пама килнӗ. Малтанах вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тытмалли витесемпе, вӗсене мӗнпе тӑрантарнипе паллашнӑ. Унтан специалистсем сумалли ӗнесене мӗнле пӑхмаллине ӑнлантарнӑ. Тӗрӗс пӑхсан ӗнесем сӗт те ытларах антарӗҫ-ҫке-ха. Израиль консультанчӗсем пӑрусене тӑрантармалли рациона ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Общество ертӳлӗхӗ Израиль хӑнисемпе малашне те килӗштерсе ӗҫлессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уяв умӗн чи лайӑххисене чыслаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче 18 ҫын Хисеп хутне тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотине тивӗҫнӗ. Паян наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче «Шупашкарти элеватор» цех пуҫлӑхӗ Валерий Емельянов та пулнӑ. Вӑл ӗҫлекен предприятири цех тулӑ авӑртать. Арман талӑкне 500 тонна таран ҫӑнӑх тума пултарать. Кунта ҫын нумаях ӗҫлемест. Чылай ӗҫе диспетчер йӗркелесе пырать. Валерий Емельянов «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприятие 1988 ҫултах ӗҫлеме килнӗ. Малтанах рабочи пулнӑ вӑл. Халӗ вӑл 80 ҫынна ертсе пырать. Валерий Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑнӑх тата тырӑ тӑвас технологи 27 ҫулта улшӑнман. Оборудовани ҫеҫ ылмашӑннӑ. Ҫавна май продукци пахалӑхӗ те ӳснӗ. Валерий Емельянов хӑйӗн ӗҫне ахальлисен йышне кӗртет. Анчах ӗҫтешӗсем урӑхла шутлаҫҫӗ: награда хӑйӗн хуҫине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем тырӑ типӗтмелли агрегатсен пӗлтерӗшне питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Лайӑх типӗтмен тырра тирпейлекенсем те хапӑлламаҫҫӗ, упранма та ун пек тырӑ начар упранать, кӑвакарса япӑхать, выльӑха пама ат юрӑхсӑра тухма пултарать. Типӗтмелли комплекссем ҫуккипе хуҫалӑхсем вӑл пур кӳршӗллӗ предприятисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, тӳлевсӗр мар. Хуҫалӑхшӑн ҫивӗч ҫак ыйту малашне Шупашкар районӗнчи темиҫе хуҫалӑхра татӑлӗ. «Прогресс» акционерсен обществинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ комплекса тӗрӗслемелле ӗҫлеттерсе пӑхнӑ. Ҫак эрнере ӑна хута ямалла. Комплекс хӑвачӗ сехетре 20 тоннӑпа танлашать. Сӑмах май, ун пеккине нумаях пулмасть асӑннӑ районти Ленин ячӗллӗ колхозра хута янӑ. 13 миллиона кайса ларнӑ комплекса халӗ хӗле валли тирпейлесе хунӑ ӗнтӗ. Ун йышширех типӗтмелли комплекссем «Чӑваш бройлерӗ», «Приволжское» хуҫалӑхсенче те пур. Ҫав вӑхӑтрах Куйбышев ячӗллӗ, «Туруновский», «Туруновская», «Средняя Волга», Кадыков ячӗллӗ хуҫалӑхсен урӑх предприятисенче типӗтме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Кӗр парнисем» ярмӑркка вӗҫленнӗ. Ял хуҫалӑх продукцине ҫакнашкал мелпе сутни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хулара пурӑнакан ҫынсем ярмӑрккӑра 1006 тонна ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туяннӑ. Аса илтерер: Шупашкарта ярмӑркка ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ. Пӗтӗмпе Шупашкарта 4 лапам ӗҫленӗ. Унти вырӑнсене конкурс ирттерсе пайланӑ. Кӑҫал ярмӑрккӑра пахча ҫимӗҫ продукцине 122693,93 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ярмӑрккӑра 814,37 тонна ҫӗрулми (8435,67 пин тенкӗлӗх), 170,65 тонна пахча ҫимӗҫ (2813,08 пин тенкӗлӗх), 21,41 тонна ытти продукци (1015,18 пин тенкӗлӗх) сутӑннӑ. Ҫитес ҫул та «Кӗр парнисем» ярмӑркка ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӗрхи ӗҫем вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнче вара хӗвелҫаврӑнӑш пухаҫҫӗ. Ҫак культурӑна лартакан нумай мар. Анчах Шейхула Куликов хӑраса тӑман — ӑна чылай акнӑ. Унӑн хуҫалӑхӗнче 1800 гектар ҫӗр. Вӗсенчен 450-шне вӑл хӗвелҫаврӑнӑш лартнӑ. Малтанах культура лайӑх ӳсмен. Ҫумӑр ытлах ҫуман-ҫке. Кайран вара хӗвелҫаврӑнӑш самай аталанса ӳснӗ. Хальлӗхе 100 гектар ҫӗр ҫинчен ҫеҫ хӗвелҫаврӑнӑша пухнӑ. Уйра пӗр комбайн ҫеҫ ӗҫлет. Техникӑна тара тытма хака ларать. Шейхула Куликов каланӑ тӑрӑх, культурӑна тӗрлӗ вӑхӑтра акнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӗр харӑс пулса ҫитмен. Фермер пирӗн тӑрӑхра лайӑх ӳсекен сорта суйланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри тырӑран икӗ хут хаклӑрах каять. Ӑна ытларах тип ҫу тума туянаҫҫӗ. Туянакан нумай. Тӗрлӗ тӑрӑхран килеҫҫӗ ун патне. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи сӗт савучӗ те унпа ӗҫлет. Ҫитес ҫул фермер ҫак культурӑна тата ытларах лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче «Юрма» агрохолдингӑн пуҫлӑхӗпе Владимир Ермолаевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич агрохолдинга паянхи уявпа, Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗпе саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура агрохолдингӑн кулленхи ӗҫ-хӗлне тата малашлӑх плансене сӳтсе явнӑ. Владимир Ермолаев уйӑх каялла уҫнӑ инкубатор ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна уҫма, сӑмах май, Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. «Пӗрремӗш чӗпӗсем тухрӗҫ. Талӑксерен 60 грамм ӳт хушаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Владимир Ермолаев. Владимир Ермолаев ӳлӗмрен сысна та тытма пуҫласшӑннине пӗлтернӗ. Агрохолдинг ертӳҫи пирки каласан вӑл Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие ертсе пырать. Юлашкинчен каланинче тӑрӑшакансем ӗҫ укҫи вӑхӑтра илейместпӗр тесе нумаях пулмасть кӑмӑлсӑрланнине те палӑртнӑччӗ. Владимир Ермолаев ун чух ҫынсене йывӑрлӑх пурин те пур тесе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Халӗ пахча сезонӗ вӗҫленчӗ ӗнтӗ. Анчах Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнсе пурӑнакан Василий Кадиков халӗ те пахчара чакаланать. Вӑл ешӗл пахча ҫимӗҫ ӳстерессипе услам тума шутланӑ. Василий Кадиков тӑпрана ӑшӑ япалапа хуплать. Кӗҫех унта симӗс сухан шӑтӗ. Арҫын ҫак ӗҫе нумаях пулмасть пуҫӑннӑ. Унччен вӑл ӗҫ тупайман. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑй услам тума шутланӑ. Малтан бизнес-план хатӗрленӗ. Ӗҫе пуҫӑнаканскере патшалӑх 58 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Унпа вӑл теплица туяннӑ. Халӗ Василий кашни ҫулах симӗс сухан, петрушка, укроп ӳстерет, ҫуркунне хӑяр лартать. Услам ҫемйине тӑрантармалӑх ҫитет тет вӑл. Ешӗл пахча ҫимӗҫе вӑл юпа уйӑхӗнчен пуҫласа акачченех пухать. Ҫынсем туянаҫҫӗ. Ҫулла вӑл вӗсене сутмасть, теплицӑна юсать. Василий Кадиков каланӑ тӑрӑх, сухан 16 градус ӑшӑра та лайӑх ӳсет. Теплицӑна вӑл газпа ӑшӑтать. Халӗ вӑл 40 сотка ҫӗр ҫинче ӳстерет. Ӑна пысӑклатасшӑн мар вӑл, ӗҫӗ капла та ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Вӑрнар районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яраҫҫӗ. Ӑна Швеци технологийӗпе тӑваҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх фермине 1000 пуҫ ӗне валли тӑвӗҫ. Ҫапла майпа ялта халӑх валли ӗҫ вырӑнӗсем те пулӗҫ. Халӗ унта тӑррине витеҫҫӗ. Фермӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче кунта ӗнесене яма палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнӗ комплекс виҫӗ корпусран пулӗ: ӗне витисем тата сумалли зал. Чӑннипе, ӗне фермине Словакире пӑхнӑ. Унта ун пеккисем нумай. Вӗсенчен тӗслӗх илсе вӑрнарсем те унашкаллине тӑвасшӑн. Ферма Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пулӗ. Ӑна хӑтлӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнесене автоматика мелӗпе шӑварӗҫ. Урай ӑшӑтакан кавирсем те пулӗҫ. Ӗнесене кӑкармасӑр усрасшӑн. Ӗнесем хӑйсемех пырса ҫийӗҫ. Фермӑна хута ямашкӑн 200 миллион тенкӗ тӑкаклаҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ технологисемпе туса сӗт суса илессине икӗ хут ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Предприяти 2013 ҫулта та Европа технологийӗсемпе усӑ курса ферма хута янӑ. Унта халӗ сумалли 1100 ӗне пур, ҫулталӑк вӗҫне вӗсен йышне нумайлатма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |